Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа пырса ҫитнӗ.
«Нумай та пӗтӗ, сахал та ҫитӗ, тату пурӑннине мӗн ҫитӗ?», — тенӗ Михаил Игнатьев.
«Ҫулталӑк ҫемйи-2018» республикӑри конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкарти ултӑ ачаллӑ Ананьевсем ҫӗнтернӗ. Комсомольскинчи Павловсем «Социаллӑ яваплӑ ҫемье», Ҫӗмӗрлери Толстовсем «Спорт ҫемйи», Шупашкарти Яблоковсем «Туслӑ ҫемье», Етӗрне районӗнчи Васильевсем «Пултаруллӑ ҫемье», Элӗк районӗнчи Александровсем «Ӗҫчен ҫемье» номинацисенче палӑрнӑ. Вӗсене кашнинех сумлӑ парнепе хавхалантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен проспектӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 14 сехет те 25 минутра руль умӗнчи хӗрарӑм 9 ҫулти ачана ҫапса кайнӑ. Водителе медосвидетельствовани витӗр тухма сӗннӗ – вӑл ӳсӗр пулман.
Шкул ачи светофор ҫук ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Hyundai Solaris автомашина пырса кӗнӗ. Арҫын ачан пичӗ суранланнӑ. Амӑшӗ ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана киле сипленме янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта руль умне ларнӑ вӗрентекен шкул картишӗнче ача ҫине пырса кӗнӗ. Кун пирки сайтра хыпар пур.
Канмалли кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ арҫын шӑнса вилнӗ.
Кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Крутова урамӗнчи нумай хутлӑ пӗр ҫурт умӗнче арҫынна тупнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха. Васкавлӑ медпулӑшу машинипе ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 65 ҫулти арҫын ҫул ҫинче вилнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 64 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Клуб урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тупнӑ. Ҫак кун Муркаш районӗнчи Очакассинче те инкек пулнӑ. Унта 57 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Ҫӗнтерӳ урамӗнчи ҫуртсен анкарти хыҫӗнче асӑрханӑ.
Чӑваш Енре паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, муниципалитетсем хушшинчи темиҫе автобус урӑхларах маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗх 242, 265, 325, 334, 519-мӗш маршрутсене пырса тивет.
242-мӗш маршрут Шупашкарти «Раща» чарӑнуран Муркаш районӗнчи Шурчана ҫӳрет. Малашне вӑл хулари «Ҫӗнӗ сала» станцирен хутлама пуҫлӗ. 265-мӗш маршрут Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» станцирен Ойкассине каять. Малашне вӑл Шупашкарта чарӑнмӗ. Кӳкеҫри Шуршӑл урамӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне ҫӳренӗ 325-мӗш маршурт Шупашкарти «Вокзал ҫум» станцие ҫитсе каялла ҫаврӑнса кайӗ. «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа хутланӑ 334-мӗш маршрутра вара уйрӑмах пысӑк улшӑнусем пулса иртӗҫ. Шупашкартан Муркаш районӗнчи Мӑн Шаптака ҫӳрекен 519-мӗш маршрут та малашне «Ращаран» мар, «Ҫӗнӗ сала» автостанцирен хускалӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлнелле Йӗпреҫ поселокӗнчи Совет урамӗнчи йывӑҫ пӳртре пушар тухнӑ. Ҫурт хуҫи – 35 ҫулти арҫын.
Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре 14, 11 тата 8 ҫулсенчи арҫын ачасем пулнӑ. Асли каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ, унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. 14-ри арҫын ача ҫухалса кайман – кӗҫӗннисене урама ертсе тухнӑ.
Паян ирхине вара Ҫӗнӗ Шупашкарта Терешкова урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Пушара 7 минутран сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнле майпа тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ачасем «Символы России. Литературные юбилеи» (чӑв. Раҫҫей элемӗсем. Литература юбилейӗсем) Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кирилл Даниловпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Ксения Мартьянова ӗҫӗсем пирӗн республикӑрисенчен чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.
Раҫҫей Культура министерстви, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗ, В.И. Даль ячӗллӗ Раҫҫей литературин историйӗ патшалӑх музейӗ, Раҫсейӗн ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗшӗн пирӗн патра Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗ яваплӑ пулнӑ. Ачасене ҫула кура икӗ категорипе пайланӑ: 7-10 тата 11-14 ҫултисене.
Малтан каланӑ йышра Степанов Даниил (Красноармейски районӗ), Пахинов Александр (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Алексеева Елизавета (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Александров Максим (Муркаш районӗ), Ефремова Ольга (Пӑрачкав районӗ), Матвеева Александра (Вӑрмар районӗ), Данилов Кирилл (Ҫӗрпӳ районӗ), Шепилова Екатерина (Шупашкар районӗ), Антипов Олег (Шӑмӑршӑ районӗ), Семенова Надежда (Ҫӗмӗрле районӗ), Тимофеева Виталия (Етӗрне районӗ), Муратова Екатерина (Елчӗк районӗ), Николаева Анна (Тӑвай районӗ), Павлова Виктория (Канаш хули), Копанева Мария (Ҫӗнӗ Шупашкар), Николаева Евгения (Шупашкар) палӑрнӑ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухсан 636 ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Вӗсенчен 303-шӗ – Шупашкарта, 111-шӗ – Канашра, 92-шӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 51-шӗ – Улатӑрта, 50-шӗ – Ҫӗмӗрлере, 29-шӗ – Куславккара. Предприятире тӑрӑшнӑскерсене ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнисем валли справкӑпа консультаци пункчӗ тата «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви кашнин патне вакансисем сӗнсе ҫыру янӑ.
Ӗҫлев центрӗнче «Чӑвашавтотрасра» тӑрӑшнӑ ҫынсене ытти профессие вӗренме сӗнӗҫ, психологи пулӑшӑвӗ парӗҫ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗррисем вӗсем валли пособи тата вӗренекенсем валли стипенди пур.
Палӑртмалла: предприятире тӑрӑшнӑ 45 ҫын Ӗҫлев центрне ҫитнӗ, вӗсенчен 36-шӗ ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ, тепӗр 9-шӗ ӗҫсӗррисем пек шутра тӑраҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, уйӑхӑн 4-мӗш шӑмат кунӗнче республикӑри пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн поликлиникинче Уҫӑ алӑксен кунне простата парӗн шыҫӑ умӗнхи тата шыҫӑ парӗн патологине халаллӗҫ. Ҫынсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен онколог-уролог консультацине илейӗҫ. Вӗсем патне е электрон регистратура, е 26-05-05 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Шупашкарти клиника центрӗнче ирхи 7-рен 14 сехетчен йышӑнӗҫ, Шупашкарти хула пульницин поликлиникисенче — 8-тан 13-ччен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн ача-пӑча поликлиникинче ирхи 8-тан 12-ччен невролог, аллерголог тата окулист йышӑнӗ.
Шупашкарти ача-пӑча клиника пульницин 1-мӗш, 2-мӗш, 4-мӗш поликлиникисенче невролог, детский хирург, оториноларинголог, психиатр детский, офтальмолог, акушер-гинеколог, детский стоматолог, травматолог-ортопед, уролог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, фтизиатр, эндокринолог, дерматолог, кардиолог патне лекме май килӗ.
Ваттисен канашӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трамвай яма сӗннӗ. «Трамвайсем кирлӗ, вӗсем, троллейбуссемпе танлаштарсан, 2 хут нумайрах ҫын илсе ҫӳреме пултараҫҫӗ», - тенӗ ваттисен канашӗн пайташӗ Евгений Тертышный. Унӑн шухӑшӗпе, трамвай ҫулне 3-мӗш ҫурмаҫавраҫул проектӗнче тума тытӑнмалла.
Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку шухӑша ваттисен канашӗ администрацин транспорт уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Мэри ку ыйтӑва тӗплӗ пӑхса тухмалли пирки каланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне хут уйӑрттармашкӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче (каласа хӑвармалла: ӑна кунта пурӑнакансем ҫулленех чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) ЗАГСра вун виҫӗ мӑшӑр ҫырӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Александр Николаевпа Наталья Сергеева самай уйрӑлса тӑнӑ. Хайхискерсем ҫемье ҫуралнине чӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса ирттерме шухӑшланӑ.
Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, уяв чӑннипех те илемлӗ иртнӗ, залра чӑвашлӑх хуҫаланнӑ. «Ҫамрӑксем мӑн аслашшӗсен ырӑ йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, вӗсем хӑйсен туйне чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет», — ҫырнӑ ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |